Шупашкарта "Академия роста" ятпа культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлчӗ
Шупашкарта "Академия роста" ятпа культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ уҫӑлчӗ Ку вӑл Чӑваш Енри ҫакнашкал пӗрремӗш учреждени. Унта ачасем тӗрлӗ енпе пултарулӑхне аталантарма, хальхи технологисене ӑша хывма пултараҫҫӗ. "Ӳсӗм академийӗ" республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче вырнаҫнӑ. Кунта 7 тӗрлӗ лапам йӗркеленӗ. Ача-пӑча центрне уҫма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑнчӗҫ. Ҫакнашкал кӑсӑклӑ вырӑнсем йӗркелени ҫемьесене пӗрлештерме, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, ачасене аталантарма май параҫҫӗ, терӗҫ хӑнасем.