Малашне ҫӗршыври тупӑшу шайне ҫӗкленес шанчӑк пур
Малашне ҫӗршыври тупӑшу шайне ҫӗкленес шанчӑк пур Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ аслӑ поэтӑмӑра халалласа ун сӑввисене илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех унта классика халалласа ҫырнӑ сӑввисемпе ҫыравҫӑсем те хутшӑнчӗҫ. Театр ҫӗнтерӳҫӗсене чыслава пуҫтарчӗ. Константин Иванов ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ уяв поэтӑн палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хунинчен пуҫланчӗ. Ун хыҫҫӑн пурте театра "Нарспи" спектакль пӑхма кӗчӗҫ. Вара сӑвӑ илемлӗ вуласа ҫӗнтернисене саламласа парне пама та чухах пулчӗ.