Ҫулленех ҫӗнӗ ятсем уҫма пулӑшакан фестиваль-конкурс
Ҫулленех ҫӗнӗ ятсем уҫма пулӑшакан фестиваль-конкурс Шупашкар округӗнче "Жемчужинки Чувашии" фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Гала-концерт Чӑрӑшкассинчи Культура ҫуртӗнче иртрӗ. Фестиваль ҫулленех ҫӗнӗ ятсем уҫать. Ун сцени ҫине пуҫласа тухакансем тата пысӑкрах ӳсӗмсем тума хавхалану ҫуралнине пытармаҫҫӗ. Ҫитес ҫул та хутшӑнас кӑмӑллӑ. Чи хумхануллӑ самант - ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани. Гран-прие Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекен София Смышляева илчӗ. Куракансем хушшинче ирттернӗ сасӑлавра та вӑлах ҫӗнтернӗ.
232 просмотров