КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 17.05.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 17.05.2026ç. Ку ӗҫ эрни кӗскерех пулчӗ пулин те, сасăлав ҫивӗчлӗхне витӗм кÿмерӗ. Ҫавăнпа яланхи пекех кăларăма йӗркелеме пулăшакан радиоитлекенсене тав сăмахӗ калатпăр, малашне те хăвăра килӗшекен юрăсемпе юрăҫсене хавхалантарсах пыма сӗнетпӗр. Артистсенчен вара ҫӗнӗ ӗҫсем кӗтетпӗр. Мӗнле калаҫҫӗ, пӗрле ӗҫлеме те, юрăсем итлеме те хаваслăрах. 10-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 9-мĕш вырăн – Венера Смирнова, Татьяна Степанова, «Юрату - пуянлăх» 8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 7-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 5-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 4-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 1-мĕш вырăн – Любовь Васильева, «Эсӗ, эпӗ - пӗр тӗнче» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр!