УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС!
УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС! Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн археологи пайӗн наукӑн кӗҫӗн ӗҫченӗ, «Астӑвӑм» шырав отрячӗн хастарӗ Владимир Григорьев «Уҫӑ калаҫу» хӑни пулӗ. Ҫамрӑк археологпа шырав ӗҫӗпе унта усӑ куракан ҫӗнӗ технологисем, тупнӑ паха артефактсем пирки калаҫӑпӑр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче хăнана ыйтусем (8352) 56-19-73 телефонпа пама пулать. Çавăн пекех «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. Кăларăм майӑн 14-мĕшĕнче, 7 сехет те 27 минутра пуçланать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне онлайн пирĕн сайтра: https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ тата телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.