ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Чӑваш радио 100 ҫул тултарнӑ май. Пирӗн студи хӑни паян Чӑваш радиора 30 ҫул ытла музыка редакторӗнче ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗ Ираида Канавичева пулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Ираида Александровна чылай артист, композитор, музыкант пирки кӑмӑллӑ та кӑсӑклӑ передачӑсем хатӗрленӗ, радио фонотеки валли пултарулӑх ушкӑнӗсен, фольклор коллективӗсен сассисене ҫырса хӑварнӑ. Пирӗн хаклӑ хӑнапа тӳрӗ эфирти тӗл пулу паян, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, ыйтусем пама пултаратӑр. Шăнкăравлӑр! Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.