КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 12.04.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 12.04.2026ç. Юр, çумăр, хĕвел — пурте пулчĕ ку эрнере. Çапла вăл хĕлпе çуркунне кĕрешнĕ тапхăрта. Пирĕн кăларăмра та çавăн пекех. Пĕрисем хит-парад тăрринче хĕвел пек ялкăшса тăраççĕ, теприсем йĕпе юр айне пулнă евĕр вĕçĕнче аран-аран ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çапах та никам та парăнмасть, пурте çÿлелле талпăнаççĕ. 10-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 9-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 8-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 7-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 6-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 5-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 4-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 3-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 2-мĕш вырăн – Наталия Степанована, «Паянтан эс ют» 1-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Ăраскал, «Юрату ҫырли» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче ака уйăхĕн 17-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. «Телеграма» пурте хутшăнайманнипе унта халлĕхе сасăлав лартмастăр. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!