ПĔР ПЫТАРМАСĂР.
ПĔР ПЫТАРМАСĂР. Чӑваш радио 100 ҫул эфирта! Ҫавна май паян студи хăни — Ольга Тургай. Пурне те тÿрĕ эфирти тĕл пулăва йыхравлатпăр! Чăваш радио шеф-редакторӗ, тӗрлӗ радиокӑларӑм авторӗ, писатель-драматург сире хăйӗн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, пурнăçĕпе пултарулӑхӗ çинчен пĕр пытармасăр каласа парĕ. Çавăн пекех кăларăма ертсе пыракан Валентина Михайлован тата радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ. «Пĕр пытармасăр» кăларăм паян, ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче, 13 сехет те 18 минутра, пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студие (8352) 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа ыйту пама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкӑнĕнче çак хыпарăн комментарийĕнче хăварма юрать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.