КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 05.04.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 05.04.2026ç. «Хура» ҫуркунне шурă хӗле ҫӗнтерчӗ тесен те юрать, кӗҫех ҫурхи йӗпе-сапа иртсе кайӗ те, пӗтӗм тавралăх ешел тум тăхăнма пуҫлӗ. Кӗҫех ҫав ырă вăхăт ҫитнипе хавхаланса кăларăмра паян çурхи ҫӗнӗ юрă янăрать. Ку эрнери сасăлава пӗтӗмлетнĕ май аса илтеретпĕр, сасăлав «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче кăна пырать. Телеграм чылайăшӗн ӗҫлеменрен унта хальлӗхе сасăлав ирттерместпӗр. Ҫапла майпа акă мӗнлерех лару-тăру хит-парадра: 10-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 9-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 8-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 7-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 6-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 5-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 4-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 3-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 2-мĕш вырăн – Наталия Степанована, «Паянтан эс ют» 1-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Ăраскал, «Юрату ҫырли» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче ака уйăхĕн 10-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. «Телеграма» пурте хутшăнайманнипе унта халлĕхе сасăлав лартмастăр. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!