ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Чӑваш радио хӑни паян — Зинаида Козлова, паллӑ фольклорист, педагог, профессор, Раҫҫей тата Чӑваш Ен культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ҫӗршыв Правительствин «Раҫҫей чунӗ» преми лауреачӗ. Зинаида Алексеевна ӗмӗр тӑршшӗпе халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата чӑваш фольклорне аталантарас тесе тӑрӑшать. Халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркипе уявӗсене ҫӗнӗрен чӗртес ӗҫе ертсе пырать. «Вӑхӑт ҫитрӗ» кӑларӑмра ҫакӑн пирки тӗплӗнрех калаҫӑпӑр. Тӳрӗ эфирти тӗл пулу паян, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, ыйтусем пама пултаратӑр. Шăнкăравлӑр! Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.