СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!!
СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!! Тÿрĕ эфирти кăларăмра паян онкологи чирӗсем ҫинчен калаҫӑпăр. Пирӗн студи хӑни Республикӑри онкологи диспансерӗн тӗп врачӗн хирурги пулӑшӑвӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Сергей Алексеев пулӗ. Усал шыҫӑллӑ ҫынсене хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшни, сиплемелли ҫӗнӗ меслетсем ҫинчен каласа парӗ. «Сывлӑх пултӑр» кăларăм паян, пуш уйăхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Маргарита Кабетова ертсе пырать. Студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаҫӑва хутшӑнма, тухтӑра ыйту пама пултаратӑр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире