🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 22.03.2026ç.
🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 22.03.2026ç. Чăн-чăн ҫуркунне пуҫланнипе хавхаланса паян ҫӗнӗ юрăпа паллашăпăр, ҫавăн пекех сасăлав йышӗ те улшăнать — тепӗр юрăҫ хит-парада парăнтарассишӗн кӗрешӗвӗ хутшăнать. Хайлавсем сирӗн кăмăл-туйăма хускатрӗç пулсан — ан ÿркенӗр, Чăваш радион интернетри страницисене кӗрсе хăвăр шухăша палăртăр. 10-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 9-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Ăраскал, «Юрату ҫырли» 8-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 7-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 6-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 5-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 4-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 3-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 2-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 1-мĕш вырăн – Ирина Саригель, «Шур юр витет ҫулна шур эрешпе» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче пуш уйăхĕн 27-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. «Телеграма» пурте хутшăнайманнипе унта халлĕхе сасăлав лартмастăр. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!