КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 04.10.2026ç.
КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 04.10.2026ç. Синоптиксем ăшă кунсем вӗҫленчӗҫ тесе хăратрӗҫ пулин те, ҫуллахи савăк вăхăтсене аса илсе юрлама пире нимӗн те чармасть. Ҫитменнине çулла çинчен тин пиҫсе тухнă юрă та пур. Пирӗн эфирта вăл е ытти хайлавсем нумайлăха тытӑнса юласси йăлтах сирĕн сасăлавран килет. Ку тӗлӗшпе, сăмах май, ҫӗнӗлӗх. Тинех МАКСра та сасăлав ирттерме пулать. Ҫавăнпа Чăваш радио каналне хутшăнăр! Унсӑр пуҫне, паллах, «ВКонтактепе» «Одноклассники» социаллă тытăмсенче те сасăлама юрать. Ăҫта сире меллӗ — ҫавăнта. Ку вăл, паллах, тӳлевсӗр. 10-мĕш вырăн – Алексей Московский, «Ҫулла» 9-мĕш вырăн – Николай Кузьмин, «Эп сана» 8-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Федоров, «Чунҫунтармăш» 7-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 6-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 5-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 4-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Леонид Захаров, «Ҫумăр ҫăвать» 3-мĕш вырăн – Диана, «Малалла» 2-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 1-мĕш вырăн – Наталия Степанова, «Чунра ҫунать юрату» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче, MAXри каналта https://max.ru/channel_chradio юпа уйăхĕн 9-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Пĕтĕмлетÿсене виçĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!