УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС!
УÇĂ КАЛАÇУ. АНОНС! Тÿрĕ эфирта Чӑваш радио - 100 ҫул, Чӑваш телевиденийӗ - 65 ҫул тултарни, республикӑри чи аслӑ та сумлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пуян та анлӑ историйӗ, малашнехи тӗллевӗсем пирки калаҫӑпӑр. Студи хӑнисем Чӑваш телевиденийӗн тӗп режиссерӗ Лидия Петрейкина тата Чӑваш радио пуҫлӑхӗ Эльвира Тимофеева пулӗҫ. Калаҫу вăхăтĕнче ыйтусем (8352) 56-19-73 телефонпа шӑнкӑравласа пама пулать. Çавăн пекех «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать vk.ru/chuvradio «Уçă калаçу» кăларăм октябрӗн 15-мĕшĕнче, 7 сехет те 27 минутра пуçланать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне онлайн пирĕн сайтра: chgtrk.ru/pryamoy-efir/ тата телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.