СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!!
СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!! Республика ҫыннисене ытларах мӗнле чирсем аптӑратни, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе мӗнле ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен тÿрĕ эфирти кăларăмра калаҫӑпăр. Пирӗн студи хӑни паян Чӑваш республикин сывлӑх сыхлав министерствин тӗп терапевчӗ, Шупашкар хулин тӗп больницин главный врачӗ Татьяна Маркелова пулӗ. Сывлӑха мĕн пĕчĕкрен упрама сывă пурнăç йĕрки тытса пымалли пирки каласа парӗ. «Сывлӑх пултӑр» кăларăм паян, ноябрӗн 5-мӗшӗнче, 13 сехет те 20 минутра пуçланать. Маргарита Кабетова ертсе пырать. Студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаҫӑва хутшӑнма, ыйту пама пултаратӑр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире
Канал в каталоге Максиметера
135 подписчиков