Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă — 1 июля 2026 г. в 08:00:00.345
Çитес çулта 152 обществăлла территорие хăтлăх кĕртме палăртнă ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн официаллă сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2027 çулта «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă проектпа килĕшÿллĕн 152 обществăлла территорие тирпей-илем кĕртме палăртаççĕ. Палăртнине пурнăçлама федераллă бюджетран 1 млрд тенкĕ ытла уйăрĕç тесе çирĕплетнĕ ПР çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Ирина Голованова. Асăннă программа «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланать. 2019 çултанпа çак пуçарупа усă курса 976 обществăлла хутлăха тирпей-илем кĕртнĕ, федераллă хыснаран 8,7 млрд тенкĕ уйăрнă. 2027 çулта хăтлăх кĕртмелли чи пысăк объектсенчен пĕри – Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи Салават Юлаев ячĕллĕ лапам. Уншăн 40 пин çын сасăланă. Кунта çуран çÿрекенсен сукмакĕсене çĕнетĕç, çĕнĕ пĕчĕк архитектура объекчĕсем вырнаçтарĕç, фонтансене юсĕç, çутă лампочкисене улăштарĕç.