Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç — 1 октября 2026 г. в 04:00:07.134
Ăсталăх класĕсем ачасен кăмăлне кайрĕç Сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Университет смени» вĕренÿпе туризм программине хутшăнакансем валли ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Унта Луганск халăх республикинчен «Березка» çуллахи паллаштаракан лагере килнĕ 13-16 çулхи ачасем хутшăнчĕç. Вĕсенчен пĕри – «Берегиня» чăваш пуканине хатĕрлессине халалланă ăсталăх класĕ. Управçă-пуканене ăсталассипе пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн доценчĕ Лира Афанасьева паллаштарчĕ. Ачасем управçа тăвас ĕçе хаваспах пуçăнчĕç. Ăсталăх класне хĕр ачасем çеç мар, арçын ачасем те явăçни тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем управçă-пуканене тунă чух чăваш эрешĕсем мĕне пĕлтернине интересленсе ыйтса пĕлчĕç, хăйсене кирлĕ элементсене суйласа пуканесене ăсталарĕç. Вĕсенчен пĕри чăваш ачисемпе спорт ăмăртăвĕнче тĕл пулни çинчен каласа пачĕ, хăй аллипе тунă управçă-пуканене малашне хăйпе ăмăртăва илсе çÿрессине пĕлтерчĕ. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/