ЧНКан Аслă Пухăвĕ хăçан иртесси паллă — 1 октября 2026 г. в 05:04:50.550
ЧНКан Аслă Пухăвĕ хăçан иртесси паллă Кăçал Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Аслă Пухăвĕ иртмелле. Вăл шучĕпе вун иккĕмĕш пулĕ. Нумаях пулмасть конгресăн ларăвĕнче çак ыйтăва пăхса тухнă. Уставпа килӗшӳллӗн, малтан Мӑн Канаша (вӑл ҫулталӑка пӗрре иртет) пухӑнса унта Аслă Пуху кун йӗркине тата йӗркелӳ ыйтӑвӗсене сӳтсе явмалла, вӗсене ҫирӗплетмелле. Президиум пайташӗсем алӑ ҫӗклесе делегатсен квоттине палӑртнă, Аслӑ Пухӑва хатӗрлекен йӗркелӳ комитетне суйланă. Çавăн пекех ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев ларăва ертсе пынă май, июль уйăхĕнче Тутарстанри Сиктермере иртнĕ Раççей шайĕнчи Уяв çинче чарăнса тăнă. Вăл асăннă мероприятие йĕркелеме конгресс хастарĕсем мĕн тери пулăшма пултарнине палăртнă, Уява ирттерме хутшăннисене уйрăммăн тав тунă. Ларăва пухăннисем кашни ыйтăва сÿтсе явнă хыççăн йышăну тунă. Мăн Канаш ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртĕ. Чăваш наци конгресĕн черетлĕ Аслă Пухăвĕ тепĕр кун, ноябрĕн 14-мĕшĕнче, пухăнĕ. Пурĕ 200 ытла делегат пулмалла, çав шутра Пушкăртстанран – пиллĕкĕн. Унта пилĕк çул хушшинче тунă ĕçсене сÿтсе явĕç, малашнехи ĕçсене палăртĕç. ЧНКан çĕнĕ президентне, Мăн Канаша тата Президиума суйлассине те кун йĕркине кĕртнĕ.