🏡«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă» — 8 июля 2026 г. в 05:00:00.921
🏡«Пурнăçра маншăн училище иккĕмĕш кил пулнă» 🎤 Юрă-кĕвĕ – чун ăшшипе илемĕ. Çынсем хурлансан та, савăнсан та кăмăлне юрласа уçаççĕ. Кĕвĕ-çемĕ чун-чĕрене хавхалантарать. Тен, çаксене ăша хывнăранах ял ачи хăйĕн пурнăçне çак асамлă тĕнчепе çыхăнтарнă пулĕ. Тепĕр тесен çемьере ашшĕ-амăшĕ юрă-такмака ăста пулнă, тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕсем çинче вылянă. Вăл та, паллах, витĕм кÿнĕ. 🪗 Çак кунсенче 80 çул тултарнă Владимир Гордеев (Маскай) педагог, композитор тата баянист Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çут тĕнчене килнĕ арçын ачан ачалăхĕ çăмăлах пулман, çапах та çичĕ класлă шкула пĕтерсен 1963 çулта Пелепей хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Вĕрентекен профессине алла илсе музыка тата физкультура учителĕ пулса хăйĕн ĕç карьерине Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕнче пуçланă. Виçĕ уйăхран ăна Совет Çарне кайма повестка тыттарнă. Хĕсметри икĕ çул уншăн усăллă та тухăçлă иртнине ветеран паянхи кун та пытармасть. 🧑🦱 – Ун чухне салтакра пулман качча хисеплемен. Çавăнпа та салтак атти тăхăнни вăл савăнăç пулнă. Пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, малашлăх çине вичкĕнрех куçпа пăхма эпир çарта хăнăхнă. Атте-анне, çывăх çынсем пехиллесе каланă сăмахсене яланах асра тытнă, – тет Владимир Ефимович хăйĕн çамрăклăхне аса илсе. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/