Аграрисем 500 пин тонна ытла сенаж хатĕрленĕ — 16 июля 2026 г. в 07:00:12.971
Аграрисем 500 пин тонна ытла сенаж хатĕрленĕ Пушкăртстан Республикин аграрийĕсем паянхи кун тĕлне 525 пин тонна сенаж хатĕрленĕ. Çакă палăртнин çурри шутланать. Июль уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне выльăх апачĕн культурисем ÿсекен 155, 4 пин гектар лаптăка çулнă. Çав шута нумай çул хушши ÿсекен курăка пĕрремĕш хут çулса илни кĕрет. Малтанхи пекех утă хатĕрлес ĕç кая юлса пурнăçланать. Çанталăк условийĕсем пысăк калăпăшпа типĕ курăк хатĕрлеме май памаççĕ. Паянхи кун тĕлне республикипе 70 пин тонна утă тунă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан регионта пĕр выльăх пуçне 5,4 центнер апат хатĕрленĕ. Çакă палăртнă калăпăшăн 21 проценчĕпе танлашать.