Сакăр çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ — 30 сентября 2026 г. в 13:00:08.478
Сакăр çут çанталăк пушарне сÿнтернĕ Пушкăртстанра пĕр кунра типĕ курăк çуннă çичĕ тĕслĕхе тата пĕр вăрман пушарне регистрациленĕ. Бурзян районĕнче вăрман лаптăкĕ, Элшей, Абзелил, Гафури, Баймак, Çтерлĕпуç, Куюргазă тата Хайбулла районĕсенче типĕ курăк çуннине сÿнтернĕ. Пурĕ çулталăк пуçланнăранпа республикăра 288 гектар çинче 34 вăрман пушарĕ тата 2018 гектар çинче типĕ курăк çуннă 319 тĕслĕхе шута илнĕ.