«Юратма килетпĕр эпир Çĕр çине»
«Юратма килетпĕр эпир Çĕр çине» Çакăн пек ятпа иртĕç чăваш эстрада çăлтăрĕсен Алексей Московскийпе Алена Силпи юрăçсен октябрь уйăхĕнчи концерчĕсем Пушкăртстан Республикинче. Паян сире гастроль маршручĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр. – октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕ – Шаран сали, Пролетарская урам, 2-мĕш çурт, районти культура çурчĕ; – 22-мĕшĕ – Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çурчĕ; – 23-мĕшĕ – Пишпÿлек сали, Советская урам, 25-мĕш çурт, районти культура çурчĕ; – 24-мĕшĕ – Кармаскалă сали, Садовая урам, 25/1-мĕш çурт, районти культура çурчĕ; – 25-мĕшĕ – Толбазă сали, Ленин урамĕ, 113-мĕш çурт, районти культура çурчĕ; – 26-мĕшĕ – Пелепей хули, Амиров урамĕ, 10-мĕш çурт, Тĕп культура керменĕ; – 27-мĕшĕ – Ĕпхÿ хули, Машина тăвакансен урамĕ, 10/1-мĕш çурт, УМПО культура керменĕ; – 28-мĕшĕ – Çтерлĕ хули, Социалистическая урам, 5-мĕш çурт, Çтерлĕри политехника колледжĕн акт залĕ; – 29-мĕшĕ – Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕнчи нумай функциллĕ клуб; Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, кану каçĕ кăмăллă та усăллă иртмелле пултăр. Ыйтса пĕлмелли телефон – 8-960-300-22-43.