Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă Октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин правительствин çуртĕнче педагогика ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Раççей Федерацийĕн чи пултаруллă вĕрентекенĕсене чысланă. Вĕсем 200-шер пин премисене тата дипломсене тивĕçнĕ. Наградăна тивĕçнĕ 39 вĕрентекен хушшинче чăвашсем пулни – Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинӗскӳл шкулĕн тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ Людмила Павлова, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнчи химипе биологи вĕрентекенĕ Надежда Васильева, Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн шкулĕнчи химипе биологи вĕрентекенĕ Марина Петрова – пулни пире савăнтарать, мăнаçлантарать. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/