«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать
«Африка» çĕнтерĕве дронсемпе çывхартать Пилотсăр система çарĕсем – РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен çĕнĕ тытăмĕ. Ăна тĕрлĕ пилотсăр комплекссемпе усă курса çапăçусем илсе пыма йĕркеленĕ. Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнче çуралса ÿснĕ Донецк Халăх Республикин Паттăрĕ Антон Иванов çĕнĕ çар элити йышне тахçанах тăнă. – Эпĕ вăтăр çулта, нумай ачаллă çемьере аслă ывăл пулса çуралнă. Аттепе аннен, Иван Евстафьевичпа Елена Валерьевна Ивановсен, мансăр пуçне тата тăватă ывăл çут тĕнчене килнĕ. Çавăн пекех пирĕн çемьере пĕртен-пĕр, чи юратнă та пултаруллă Елизавета йăмăкăм пур. Вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пелепейри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм, анчах та ăна пĕтереймерĕм, вун сакăр çул тултарсан 2013 çулта çара чĕнсе илчĕç. Елань хулинче танк çарĕнче Пишпÿлек ялĕнчи ентешпе çар специальноçне вĕрентĕм. Унтан Таджикистанта юсавпа эксплуатаци çар машинипе дежурнăй пулса ĕçлерĕм. Çар хыççăн РФ Хÿтĕлев министерствипе Абхазинче службăра тăма контракт алă пусрăм. Çар пурнăçĕ мана килĕшет. Пирĕн разведка ротинче манпа пĕрле службăра Андрей Крутяев тата Эдик Миронов пĕрялсем, Çирĕклĕ ялĕнчен Андрей Мурзаков хĕсметре тăратчĕç. Çапла эпир пĕрле 2017 çулччен çарта пултăмăр. Тĕплĕнрех пĕлме - https://ursassi.ru/