Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн конференцийĕ иртесси çинчен
Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕн конференцийĕ иртесси çинчен Хисеплĕ тус-юлташсем, октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕн культура çуртĕнче «Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн» («ПР ЧНКА») регионти обществăлла организацин конференцийĕ иртет. Вăл 14.00 сехетре пуçланать. Кун йĕркинче ПР ЧНКА Уставне çĕнĕлĕхсем кĕртес, Автономи тытăмне çĕнетес ыйтусене пăхса тухма палăртнă. Унсăр пуçне делегатсем хускатнă ытти ыйтусене те сÿтсе явĕç. Йĕркелÿ комитечĕ.