Радий Хабиров çитес эрнере хăй ăçта каясси пирки пĕлтернĕ
Радий Хабиров çитес эрнере хăй ăçта каясси пирки пĕлтернĕ Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республика правительствин оперативлă канашлăвĕнче çитес эрнере хăй аякри командировкăсене кайма палăртни çинчен каласа панă. Эрне пуçламăшĕнче вăл малтан Узбекистана çул тытать, унтан тÿрех Красноярска вĕçĕ. Кунта регион ертÿçи «Спорт патшалăхĕ» («Спортивная держава») форума тата РФ Президенчĕн Канашĕ çумĕнчи спортпа физкультура комитечĕн (вăл унăн йышне кĕрет) ларăвне хутшăнать. Çитес эрне çул çÿревсемпе тулли пулнă май, Радий Хабиров эрнесерен иртекен видеоселектор канашлăвĕ пулмассине пĕлтернĕ.