Раççейре ача ашшĕн капиталне 2 млн тенкĕ тÿлеме сĕннĕ
Раççейре ача ашшĕн капиталне 2 млн тенкĕ тÿлеме сĕннĕ Çакăн пек сĕнÿпе РФ Обществăлла палатăн çемье ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин председателĕ Сергей Рыбальченко тухнă. Унăн шухăшĕпе укçа-тенке пĕр çемьере виçĕ е ытларах ача çуралнă аттесене тÿлемелле. «Пилĕк е ытларах ачаран та пуçлама юрать. Кун пек чухне укçа-тенкĕпе пулăшни капитал çеç пулса тăмасть, ашшĕлĕхĕн яваплăхне ÿстерме пулăшĕ»,- тенĕ Сергей Игоревич РИА Новостине. Тÿлев виçи 2 млн тенкĕрен кая мар пулмалла. Ăна пурăнмалли çурт-йĕр хакне тата çын пуçне пурăнмалли лаптăк норми 18 тăваткал метртан кая мар пулмаллине асра тытса шутламалла. Тÿлев укçине уйрăм çурт е хваттер туяннă çĕрте çеç мар, автомобиль туяннă чух та усă курма юрать. Тĕслĕх вырăнне Сергей Рыбальченко Сахалин облаçне илсе кăтартнă. Унта 2014 çултанпа виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене ипотека тÿлеме 2 млн тенкĕ уйăрса параççĕ. Хальлĕхе Сергей Рыбальченко сĕнĕвне, ача ашшĕн капиталĕ тÿлессине, законпа çирĕплетмен. Хаклă туссем, эсир çак сĕнÿпе килĕшетĕр е хирĕç?