Паян пирĕн шкулта Раççей Писателĕсен союзĕн членĕпе Александр Ильинпа тĕлпулу пулчĕ. Ас... — 8 мая 2026 г. в 18:40:55.522
Паян пирĕн шкулта Раççей Писателĕсен союзĕн членĕпе Александр Ильинпа тĕлпулу пулчĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятире паллă поэт ачасене хăйĕн пурнăçĕпе, Аслă вăрçăра çапăçнă салтаксен паттăрлăхне çутатса паракан кĕнекисемпе тата уйрăм сăввисемпе паллаштарчĕ. СВО-ра пуçне хунă ывăлĕ çинчен каласа пачĕ, ăна халалланă поэма сыпăкĕсемпе вуларĕ. Ачасене ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем паллă хăнана тата ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе хатĕрленĕ концертпа савăнтарчĕç.

