🔸 Ку эрнере тинех ӑшӑтӗ — 29 июня 2026 г. в 08:30:40.272
🔸 Ку эрнере тинех ӑшӑтӗ Ыран уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Эрне варринелле тата ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Эрне вӗҫнелле вара термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – ытларах та. Ҫӗрлесерен те 17-19 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх.

