СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!!
СЫВЛĂХ ПУЛТӐР. АНОНС!!! Муркаш район больницин поликлиники нумай пулмасть тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Халӗ унта хӑтлӑ та илемлӗ, вырӑнти ҫынсене сипленме пур майсем туса панӑ. Пирӗн студи хӑни шӑпах Муркаш район больницин тӗп тухтӑрӗ Оксана Попова пулӗ. Тӳрӗ эфирта ҫӗнелнӗ медицина учрежденийӗ умӗнче тӑракан тӗллевсене сӳтсе явӑпӑр. «Сывлӑх пултӑр» кăларăм паян, авӑн уйăхӗн 17-мӗшӗнче, 13 сехет те 20 минутра пуçланать. Маргарита Кабетова ертсе пырать. Студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаҫӑва хутшӑнма, ыйту пама пултаратӑр. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире