ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!!
ВӐХӐТ ҪИТРӖ. АНОНС!!! Кӗҫех чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен ҫӗнӗ пултарулӑх сезонӗ пуҫланать. Ку тапхӑрта куракансене мӗнпе савӑнтарма хатӗрленни пирки «Чӑваш эстрада артисчӗсен» пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе Алина Федоровапа тата союзра тӑракан Валерий Кузьмин юрӑҫпа тӗплӗнрех калаҫатпӑр. Тӳрӗ эфирти кӑларӑм паян, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуҫланать. Ун вӑхӑтӗнче эсир те 56-19-73 номерпе шӑнкӑравласа калаҫӑва хутшӑнма, хӑнасене ыйтусем пама пултаратӑр. Çавăн пекех ыйту «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушкăнĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать: vk.ru/chuvradio Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. #чавашрадио #радиочувашии #100летвэфире