Шупашкарта "Советская Чувашия" хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ.
Шупашкарта "Советская Чувашия" хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл спортпа туслисене 88-мӗш хут пуҫтарчӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпани ушкӑнӗ те старта тухрӗ. Пирӗн телерадиокомпанинче тӑрӑшакансем старта ҫӗнтерес кӑмӑлпах тухрӗҫ. Чупӑва Эльвира Иванова корреспондент пуҫларӗ. Унран эстафетӑна Павел Тимофеев инженер йышӑнчӗ. Кайран тупӑшӑва Антонина Капитонова хутшӑнчӗ. Юлашкинчен Ярослав Яковлев корреспондентӑн малта пыракансене хӑвалама тиврӗ. Ҫак тӗллеве тивӗҫлӗн пурнӑҫларӗ вӑл - финишра 2-мӗш вӑхӑт кӑтартрӗ. 1-мӗш пулма темиҫе ҫеккунт ҫеҫ ҫитеймерӗ.