Махачкалара Пӗтӗм Раҫҫейри "Еврази сасси-2026" наци хыпарлавӗн фестивальне пӗтӗмлетнӗ
Махачкалара Пӗтӗм Раҫҫейри "Еврази сасси-2026" наци хыпарлавӗн фестивальне пӗтӗмлетнӗ Манӑн ӗҫтеш, Чӑваш радио редакторӗ Елена Порфирьева, ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче. Наци чӗлхипе ҫыракансене фестиваль 6-мӗш хут пӗрле пухрӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри патшалӑх телерадиокомпанийӗ пулӑшнипе йӗркелекен ӗҫ-пуҫ журналистсене ӑсталӑхне ӳстерме, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма май парать. Кӑҫал конкурса 500 яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Вӑл шутра теле- тата радио кӑларӑмсем, документлӑ фильмсем, репортажсемпе очерксем. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Чӑваш радио хумӗсем ҫинче тухса тӑракан "Самана йыхравӗ" кӑларӑм "За наших. Все вместе" ятарлӑ проектӑн дипломне тивӗҫрӗ. Ӑна музыка редакторӗ Елена Порфирьева хатӗрлесе пырать.