Юрӑпа пурӑнсан, халӑхпа хутшӑнсан пурнӑҫ та илемлӗрех
Юрӑпа пурӑнсан, халӑхпа хутшӑнсан пурнӑҫ та илемлӗрех Чӑваш наци конгресӗн пуҫарӑвӗпе кӑҫалхипе 8-мӗш хут регионсем хушшинчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс иртет. Ҫак кунсенче "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗсем финала тухнисем патне ҫитсе курчӗҫ. Пурӗ тепӗр тапхӑра иртекенсем - 5. Вӗсем тӑван кил вучахне упранисӗр пуҫне медицина, культура, вӗренӳ тытӑмӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрисем - Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ивановсем. Килӗ-ҫурчӗ кермен пек, курса ҫӳресе хуҫисен пултарулӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе тӗлӗнмелли те сахал мар. Чӑн ҫӑтмах утравӗ тесе хакларӗҫ хӑнасем. Карта тулли выльӑх-чӗрлӗхӗ, кайӑк-кӗшӗкӗ. Путенесемпе, фазансем, павлинсем таранах. Пултаруллӑ ҫемьене - 🔥