Республикӑри педагогсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе конференцие пуҫтарӑнчӗҫ
Республикӑри педагогсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе конференцие пуҫтарӑнчӗҫ Кӑҫалхи тӗл пулу - "Регион пуласлӑхӗ: Чӑваш Енре кадрсем ҫитӗнтеретпӗр" ятпа иртрӗ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансене Республика Пуҫлӑхӗ саламларӗ. Трактор тӑвакансен культура керменне республикӑри пине яхӑн педагог пуҫтарӑнчӗ. Фойере вӗренӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе ҫыхӑннӑ курав йӗркеленӗ. Конференцире пӗлӳ ӗҫӗнчи тӗп тӗллевсене сӳтсе яврӗҫ. Тӗп вырӑнта - кашни ачана пахалӑхлӑ вӗренӳпе тивӗҫтересси, ӑна пур енлӗн аталанма, ҫитӗнӳсем туса малашнехи ҫула суйласа илме ҫителӗклӗ майсем туса парасси. Пӗлтӗрхи кӑтарту тӑрах, Чӑваш Ен пӗлӳ тытӑмне аталантарас енӗпе малта пыракан 10 регион йышне кӗнӗ. Олег Николаев ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче педагогсен ӗҫ укҫин оклад пайне 50 процент таран ӳстересси пирки пӗлтерчӗ.