ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!!
ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!! Данила Зайцев паян - Чăваш радио хăни. Пурне те тÿрĕ эфирти тĕл пулăва йыхравлатпăр! Пултаруллӑ ҫамрӑк юрӑҫ сире хăйӗн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, пурнăçĕпе пултарулӑхӗ çинчен пĕр пытармасăр каласа парĕ. Çавăн пекех кăларăма ертсе пыракан Валентина Михайлован тата радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ. «Пĕр пытармасăр» кăларăм паян, ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 13 сехет те 18 минутра, пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студие (8352) 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа хăнана ыйту пама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушканĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.