Республикӑра "Чӑваш Енӗн пыл ҫулӗ" фестиваль иртрӗ
Республикӑра "Чӑваш Енӗн пыл ҫулӗ" фестиваль иртрӗ Пӗтӗмлетӳ ӗҫ-пуҫӗ Канаш округӗнчи "Мелилотус" предприятире пулчӗ. Унта ҫак пылак ҫимӗҫе туса илеҫҫӗ кӑна мар, хӑйне май агротуризм комплексӗ хута янӑ. Пӗрлешӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ҫӗнӗлӗхсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. Агротуризм лаптӑкне "Чӑваш Енӗн пылак ылтӑнӗ" ятпа йӗркеленӗ. Республикӑра урӑх ун пекки ҫук. Кунта пӗр вырӑнта хурт-хӑмӑр ӗҫне, производствӑпа суту-илӗве тата туризма пӗрлештернӗ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ 2019-мӗш ҫулта патшалӑх пулӑшӑвне пула вӑй илнӗ. Паян комплексра пыл туса илмелли лаптӑк, пекарня, улма-ҫырла сачӗ тата пӑлан хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ. Пӗлтӗр кунти ӗҫ-хӗлпе 4 пине яхӑн турист паллашнӑ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна вӗсен шучӗ 5 пинрен те иртнӗ. Пыл юрататӑр пулсан - 👍