Перейти к содержимому
Максиметер

ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!!

ПĔР ПЫТАРМАСĂР. АНОНС!!! Евгений Григорьев паян - Чăваш радио хăни. Пурне те тÿрĕ эфирти тĕл пулăва йыхравлатпăр! Паллӑ ертӳҫӗ, шоумен сире хăйӗн ĕçĕ-хĕлĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, пурнăçĕпе пултарулӑхӗ çинчен пĕр пытармасăр каласа парĕ. Çавăн пекех кăларăма ертсе пыракан Валентина Михайлован тата радиоитлекенсен ыйтăвĕсене хуравлĕ. «Пĕр пытармасăр» кăларăм паян, ҫӗртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче, 13 сехет те 18 минутра, пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче студие (8352) 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа хăнана ыйту пама, хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр. Çавăн пекех ыйтусене «ВКонтакте» социаллă тытăмри Чăваш радио ушканĕнче çак хыпарăн коммантарийĕнче хăварма юрать. Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.

133 просмотров

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.