🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 28.06.2026ç.
🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 28.06.2026ç. Кун таврăнчӗ те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн кӗскелме пуҫларӗ. Пирӗн кăларăм вăхăчӗ вара улшăнмасть, ҫапах та вăл ерипен-ерипен ҫӗнелсех пырать. «ВКонтакте» тата «Одноклассники» - сасӑлав шӑпах ҫак икӗ лаптăкра пырать. Кашни эрнере ҫӗнӗ тупăшу. Хальхи ҫитес эрнекунччен пырать. Сасăлăр! Пулăшăр хăвăра килӗшекен артистсемпе юрăсене хит-парад картлашккисемпе хăпарма. 10-мĕш вырăн – Татьяна Кунер, «Санпала кăна телейлӗ» 9-мĕш вырăн – Сергей Петров, «Йÿҫӗ, йÿҫӗ» 8-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Надежда Сергеева, Юлия Воронцова, «Хӗрсем кайнă» 7-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 6-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 5-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 4-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 3-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 2-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 1-мĕш вырăн – Наталия Исаева, «Пулӗҫ ӗмӗтсем» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче утă уйăхĕн 3-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!
Канал в каталоге Максиметера
135 подписчиков · Медиа и блоги