Перейти к содержимому
Максиметер

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче "Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен" курав йӗркеленӗ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче "Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен" курав йӗркеленӗ Экспозицире 100 ытла произведени. Курава уҫма Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫейри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Мария Ситтель хутшӑнчӗҫ.  Курава ҫӗршыври Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата республикӑри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Олег Николаев курава уҫнӑ май, Чӑваш Енре 120 ытла наци ҫынни килӗштерсе пурӑннине палӑртрӗ. Чӑваш халӑхӗ, унӑн пуян та хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркипе тата уявӗсемпе ытти халӑхсем хушшинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каларӗ. Ӳнерҫӗсем шӑпах хӑйсен ӗҫӗсенче авӑн ҫапнине, хӑмла татнине, вырмана тухнине, ниме йӗркеленине тата ытти ӗҫ-пуҫа сӑнланӑ.  "Йӑла-йӗркепе тумсем ҫинчен" экспозици Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче авӑн уйӑхӗн 6-мӗшччен ӗҫлет.

118 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

135 подписчиков · Медиа и блоги

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.