Хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, ытти ҫӗршывсенче те килӗштернӗ
Хамӑр тӑрӑхра кӑна мар, ытти ҫӗршывсенче те килӗштернӗ Хӗрлӗ Чутай округӗнчи «Санккино» сыр завочӗ кӑларакан юр-вара Раҫҫейри 35 региона тата Казахстана ӑсатаҫҫӗ. Предприяти ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, тӗллевӗсем пысӑк. Предприятие тӑватӑ ҫул каялла «Перспектива» грант пулӑшнипе хута янӑ. Ун чухне уйӑхне 200 кило сыр кӑларнӑ, паян — 60 тонна. Ку кӑтартӑва 100 тоннӑна ҫитерме те хатӗр, ҫакна валли кунта пӗтӗм май пур: чӗр тавар ҫителӗклӗ, ӑна тирпейлемелли хатӗрсем ҫӗнӗ те хӑватлӑ. Паянхи кун предприятире ҫемҫе сырӑн 14 сортне пӗҫереҫҫӗ.
Канал в каталоге Максиметера
135 подписчиков · Медиа и блоги