Перейти к содержимому
Максиметер

🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 14.06.2026ç.

🎼 КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 14.06.2026ç. Ҫӗнтерÿҫӗ улшăчӗ, хит-парад вӗҫӗнче те кӗтменлӗх. Унсăр пуҫне - ҫӗнӗ юрăсем! Ҫавăн пек кӗскен пӗтӗмлетсе калама пулать ку эрнене пӗтӗмлетнӗ май. Ҫапах, шанатăп эсир пирӗнпе кăларăм тăршшӗпех пулатăр. Ҫавăнпа вăхăта ытлашши тăскаламасăр итлекенсен сасăлавӗ тăрăх йӗркеленӗ кăларăма тишкерме тытăнар. 10-мĕш вырăн – Карина Алексеева, Надежда Сергеева, Юлия Воронцова, «Хӗрсем кайнă» 9-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 8-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 7-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Тăхта, ҫамрăклăх» 6-мĕш вырăн – Стас Владимиров, «Ырă сунса» 5-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 4-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 3-мĕш вырăн – Петĕр Пĕтмен, «Шурă çĕмĕрт» 2-мĕш вырăн – Ольга Осипова-Палан, «Пӗлетӗн-и, савни» 1-мĕш вырăн – Наталия Исаева, «Пулӗҫ ӗмӗтсем» Çак юрăçсем çитессинче «Кайри-мала» хит-парадра мĕнле йĕрке йышăнасси, туссем, сиртен килет. Юратнă юрăшăн хастартарах сасăлăр! Сасăлав «Одноклассники» https://ok.ru/chuvradio тата «ВКонтакте» https://vk.com/chuvradio социаллă сетьсенчи Чăваш радио ушкăнĕнче çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕччен, 9.30-чен пырать. Ку эрне пĕтĕмлетĕвĕсене икĕ тытăмри сасăсене пĕрлештерсе тăвăпăр. Сасăлăр! Хисеплĕ юрăçсем! Хăвăр çĕнĕ юрăсене хит-парада хутшăнтарас тетĕр пулсан çак электронлă почта çине ярса парăр: timahvi@yandex.ru Юрă ятне, кам юрланине, кĕввине тата сăмахĕсене кам çырнине туллин кăтартма ан манăр. Хаваспах сирĕн хайлавсене радиоитлекенсемпе пĕрле хаклăпăр!

188 просмотров

Канал в каталоге Максиметера

135 подписчиков · Медиа и блоги

Ещё по теме «Медиа и блоги»

Читать дальше

Два раза в неделю свежие посты этого канала — на почту и в личную ленту. Без повторного поиска канала вручную.