Шупашкарта ЗАГС уйрӑмӗсене ҫӗнетеҫҫӗ
Шупашкарта ЗАГС уйрӑмӗсене ҫӗнетеҫҫӗ Ленин район управинчи церемонисен залне пӗрремӗш йӗркене кӗртсе пӗтернӗ. Ҫак кунсенче вӑл алӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗ, ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене йышӑнчӗ. ЗАГС уйрӑмӗ ҫӗнелни Ленин районӗнче пурӑнакансемшӗн кӑна мар, пӗтӗм хулашӑн пӗлтерӗшлӗ. Регистраци залӗ палӑрмалла улшӑннӑ, теҫҫӗ кунта ӗҫлекенсем. Тӗплӗ юсав валли федераци бюджетӗнчен 1 миллион та 600 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак кун икӗ мӑшӑр хӑйсен юратӑвне алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.
211 просмотров