Ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсем - хальхи вӑхӑтӑн чӑн-чӑн паттӑрӗсем
Ятарлӑ ҫар операцийӗн салтакӗсем - хальхи вӑхӑтӑн чӑн-чӑн паттӑрӗсем Вӗсем пысӑк яваплӑха туйса ҫӗршыв чысне хӳтӗлеҫҫӗ. Лӑпкӑ пурнӑҫа таврӑнсан та салтаксем тӗрлӗрен патриотла ӗҫре палӑраҫҫӗ. Нумай пулмасть вӗсем "Паттӑрлӑх тумламӗ" акци пуҫарса ячӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ ҫак салтаксем республикӑри юн илекен станцине ырӑ та пархатарлӑ тӗллевпе килсе ҫитнӗ. Кашниех юранӑ таран юн парса кирлӗ вӑхӑтра йывӑрлӑха лекнӗ ҫынсене пулӑшас тӗллевлӗ. Ку акци ҫапӑҫу хирӗнчи ытти салтаксен пурнӑҫне те ҫӑлса хӑварма пулӑшӗ.
206 просмотров