ӖҪРЕ - ҪАМРӐК СПЕЦИАЛИСТ. АНОНС!!!
ӖҪРЕ - ҪАМРӐК СПЕЦИАЛИСТ. АНОНС!!! Чӑваш наци музейӗн наука ӗҫченӗ Леонард Игнатьев ачаранах ҫут ҫанталӑкпа интересленнӗ. Паянхи кун вӑл тӗрлӗ енлӗ аталанать: экспонатсемпе тата документсемпе ӗҫлет, ӑслӑлӑх статйисем ҫырать, интерактивлӑ занятисем йӗркелет, лекцисем вулать тата конференцисене хутшӑнать. Пуласлӑхра вӑл Мускаври Дарвин музейне ҫитсе курасшӑн. «Ӗҫре - ҫамрӑк специалист» кăларăм паян, мартӑн 16-мӗшӗнче, 18 сехет те 24 минутра пуçланать. Итлеме ан манӑр! Аса илтеретпӗр: Чăваш радио FM 88.1 (Шупашкар), FM 99.9 (Çĕрпÿ), FM 101.0 (Етĕрне), FM 105.2 (Патăръел), FM 105.4 (Йĕпреç), пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать. Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче онлайн итлеме, курма, телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать. chgtrk.ru/pryamoy-efir/то http://chgtrk.ru/pryamoy-efir