🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 15.03.2026ç.
🎼КАЙРИ - МАЛА хит-парад – 15.03.2026ç. Пĕр юрăç курăмлă ÿсĕм турĕ, пĕр ушкăн чакрĕ, иккĕшĕ хăйсен вырăнĕсенчех юлчĕç, ыттисем унталла-кунталла пĕрер картлашкка кăна куçрĕç. Иртнĕ хит-парадпа танлаштарсан, çапла кĕскен пĕтĕмлетÿ тума пулать. Çапах та туллин тишкерсен интереслĕрех те, кăмăллăрах та пулĕ, тетпĕр. Паллах, чи аялти вырăнтан шутласа хăпартпăр. https://chgtrk.ru/imgr/2026/03/15/AE180A88-84F3-4518-8D95-A8F4A3802EBD.mp3 10-мĕш вырăн – «Хусан чăвашĕсем» ушкăн, «Йӗркеллӗ туслăх» 9-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Иксӗмӗр яланлăхах» 8-мĕш вырăн – Диана, «Эп пĕччен мар» 7-мĕш вырăн – Олеся Яковлева, Михаил Ăраскал, «Юрату ҫырли» 6-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Ăшă сăмахсем» 5-мĕш вырăн – «Ҫеҫпӗл» ушкăн, «Эсӗ-манăн, эпӗ-санăн» 4-мĕш вырăн – Ольга Осипова, «Пӗлетӗн-и, савни» 3-мĕш вырăн – Екатерина Синцова, «Пӗрле вӗҫер сирсе пӗлӗтсене» 2-мĕш вырăн – Венера Смирнова, «Шаккарӗ юрату» 1-мĕш вырăн – Ирина Саригель, «Шур юр витет ҫулна шур эрешпе»