УÇĂ КАЛАÇУ.
УÇĂ КАЛАÇУ. Тӳрӗ эфирта Чӑваш радио 100 ҫул, Чӑваш телевиденийӗ 65 ҫул тултарни, республикӑри чи аслӑ та сумлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пуян та анлӑ историйӗ, малашлӑхри тӗллевӗсем пирки калаҫрӑмӑр. Чӑваш телевиденийӗн тӗп режиссерӗ Лидия Петрейкина, Чӑваш радио пуҫлӑхӗ Эльвира Тимофеева пирӗн итлекенсене тата Елена Порфирьева корреспондента хӑйсен кулленхи ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн телевиденипе радио мӗнле улшӑнни пирки пӗлтерчӗҫ. Октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче иртекен савӑнӑҫлӑ уява тӗрлӗ ҫулта пӗрле ҫумма-ҫуммӑн тӑрӑшнӑ ӗҫтешӗсене, радиотлекенсемпе телекуравҫӑсене йыхравларӗҫ. Кăларăма Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче: chgtrk.ru/radio/prog... тепĕр хут итлеме пулать. Унта Чăваш радио корреспонденчĕсем хатĕрлекен ытти передачăсем те пур. Кĕрсе пăхăр, итлĕр!