Хастарсене – чыс та мухтав — 24 июня 2026 г. в 12:12:53.709
Хастарсене – чыс та мухтав Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир пурте пысăк та паллă уява – Раççей кунне – паллă турăмăр. Çак кун çĕршывĕпех тĕрлĕ уяв мероприятийĕсем иртрĕç. Сăмахран, Ермеккей район центрĕнчи, Ермеккей салинче, Туслăх паркĕнче ирхине ирех хамăр çĕршыва мухтаса юрлакан юрăсем янăранă. Уява хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рустам Алимгафаров, пĕрремĕш мотострелоксен батальонĕн командирĕн çумĕ Алексей Н. аслă лейтенант, район администрацийĕнчи миграци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи Глюза Зинатуллина саламланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун 14 çул тултарнă çамрăксене Раççей гражданинĕ пулни çинчен пĕлтерсе паспорт панă, районти волонтерсене, нумай ачаллă аннене медальсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысланă. Тĕплĕнрех пĕлме - vk.cc/cO7YRl