«Журналиста вĕренме каясшăнччĕ, тухтăр пулса тăтăм» — 24 июня 2026 г. в 11:00:07.878
«Журналиста вĕренме каясшăнччĕ, тухтăр пулса тăтăм» Кашни çул Раççейре Медицина ĕçченĕн кунне июнь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Кăçал вăл июнь уйăхĕн 21-мĕшне лекнĕ. Çак уява çынсен пурнăçĕпе сывлăхне çăлакан шурă халатлă çынсем кăна мар, медицинăпа çыхăннă ытти професси çыннисем те паллă тăваççĕ. Тĕслĕхрен, çынсен анализĕсене хатĕрлекен биологсем, лаборантсем, çĕнĕ медицина оборудованийĕсем хатĕрлекен инженерсем те. Асăннă уявпа преподавательсемпе студентсене, интернсене тата профильлĕ заведенисенче вĕренсе тухнисене те саламлаççĕ. Пишпÿлек районĕнчи тӗп больницăн тӗп тухтăрĕн медицина енӗпе ĕçлекен ҫумӗ тата эндоскопист-тухтӑр Ирина Валерьевна Назарован профессионализмĕ тата çынсене тимлӗ пӑхни ӗҫтешӗсен хисепне, пациентсен ырлӑхне тивӗҫнӗ. – Эпĕ Пишпÿлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Анне вырăнти шкулта, атте «Октябрь» колхозра тĕп инженерта тăрăшатчĕç. Шкулта вĕреннĕ чух вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене питĕ кăмăллаттăм. Тĕрлĕ темăпа сочиненисем çырасси манăн аван пулатчĕ. 2000 çулта, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 55 çул çитнине халалласа тăххăрмĕш классен хушшинче çар тематикипе сочинени çыртăмăр. Ун чух эпĕ республика шайĕнчи олимпиадăн çĕнтерÿçи пултăм. Çавăн чух журналист профессийĕ пирки палăртса хутăм. Пишпÿлекри 2№ вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтертĕм, – каласа парать Ирина Назарова. Тĕплĕнрех пĕлме - https://vk.cc/cL0Wy8