Минераллӑ ҫӑлкуҫсем патӗнче ҫул хӗрринчи комплекс уҫӗҫ — 29 июня 2026 г. в 09:51:12.302
Минераллӑ ҫӑлкуҫсем патӗнче ҫул хӗрринчи комплекс уҫӗҫ Пушкӑртстанри Гафури районӗнче паллӑ турист вырӑнӗсем çывăхĕнчи ҫул хӗрринчи комплекс тума палӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Алга» уйрăм экономика зонин сайтӗнче çак эрнере информаци тухнӑ. «Толбазы – Красноусольский» трасса çывăхĕнче 15 номерлӗ гостиница, автосервис, кафе, мини-маркет, автомойка тата ҫуллахи терраса пулӗ. Асӑннӑ маршрутпа туристсем час-часах усă кураççĕ. Ун урлӑ «Красноусольский» санаторие е Богородица-Табын хӗрарӑм мӑнастирне каякансем ҫӳреççĕ. Объекта тӑвасси 1,5 çула тӑсӑлӗ, проект хăй хакне 6 çултан саплаштарĕ. Инвестицисен калӑпӑшӗ 116 млн тенкӗпе танлашать. Инвестор электричествăпа, газпа тивӗҫтерме тата пымалли ҫулсене йӗркелеме пултарӗ. Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейӗн Инвестици карттине Пушкӑртстанран пурӗ 2,9 миллиард тенкӗлӗх виçĕ ҫӗнӗ сӗнӳ кĕртнĕ. Тепӗр икӗ проект «Алга» уйрăм экономика зонин территорийӗнче аккумуляторсем валли юрӑхлӑ сепаратор лентисем туса кӑларассине тата Бакалă районӗнче ҫу тăвакан цех тӑвассине пӗлтерет. Пӗрремӗш проект валли 2,6 миллиард тенкӗ, иккӗмӗшӗ валли 148 млн тенкӗ кирлӗ пулӗ. Инвестици предложенийĕсене туса хатӗрлессипе Аталану корпорацийӗ ӗҫлет. Влаҫсем ҫӗнӗ проектсем валли инвесторсем тупăнасса, районсенче хушма ӗҫ вырӑнӗсем уçăласса шанаҫҫӗ. Федераци картти ҫинче вара хальхи вӑхӑтра Пушкӑртстанран 14,3 миллиард тенкӗлӗх 45 инвестици сӗнӗвне пичетленӗ.